ЧР ШӖМӗ тетелте авиабилет сутакан ултавҫӑсем нумайланнине пӗлтерет.
Ав Ҫӗнӗ Шупашкарти полицие 26-ри хӗрарӑм пынӑ. Хайхискер тетел урлӑ Владивостока вӗҫмешкӗн билет саккас тунӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл 16 пин тенкӗ куҫарнӑ. Каҫ кӳлӗм ӑна электрон билет ярса памалла пулнӑ та… Кӗтсе илеймен.
Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм саккас тунӑ авиакомпание шӑнкӑравланӑ. Унта унӑн ячӗпе билет туянни палӑрман иккен. Саккас тунӑ, укҫа тӳленӗ сайт та хупӑннӑ. Укҫана Мускаври пӗр банкоматран илни палӑрнӑ. Наталья Платонова аслӑ следователь каланӑ тӑрӑх, кунашкал ултав — пӗрремӗш хут мар. Тепӗр хулара пурӑнакан хӗрарӑм та авиабилет саккас туса укҫасӑр тӑрса юлнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Билет йӳнӗ пулни сисчӗвлентермеллех. Хака ытти агентствӑпа танлаштармалла. Тетелти сайт хӑҫан уҫӑлнине тӗпчемелле. Укҫана тӳлев тытӑмӗ урлӑ карттӑ ҫине куҫарма ыйтрӗҫ-тӗк — сисчӗвленмелле!
Суд вӑл такана ҫинчи шыв пек тенӗ ваттисем. Теприсем чӑнлӑха шыраса ҫапах та таҫти суда та ҫитме хатӗр. Ҫапла тунӑ та Ҫӗнӗ Шупашкарти Пятидесятниксен Библи центрне пӗтернипе килӗшмен ваккатсем. Вӗсем Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европа суднех ҫитнӗ. Страсбургри суд асӑннӑ Библи центрне пӗтерни этем правине пӑсни пулать тесе йышӑну кӑларнӑ.
Центра 2007 ҫулта Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе 2007 ҫулта хупса хунӑ иккен. Унччен ҫавӑн пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин Верховнӑй сучӗ кӑларнӑ. Библи центрне хупас йышӑну патне пырса тухни ун ҫумӗнче йӗркеленнӗ Библи колледжӗ тата вырсарни шкулӗ вӗренӳ требованийӗсене тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ-мӗн.
Страсбургри суд вара Раҫҫей сучӗсем хӑйсен йышӑнӑвне кӑларнӑ чух Этем прави ҫинчен калакан Европа конвенцине пӑснӑ тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Финанс министерстви районсемпе хуласен кӑҫалхи пилӗк уйӑхри хыснине тишкернӗ те 10 районта ӑна дефицитпа пурнӑҫланине асӑрханӑ. Ҫаксен шутне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк тата Тӑвай районӗсем кӗнӗ. Вӗсен профицичӗ 597,6 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Маларах Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсене профицитпа вӗҫленнӗ терӗмӗр-ха та, анчах вӗсем тупӑш илессине пуринчен ытла ӳстернине те палӑртмаллах. Тӑвайӗнче тупӑш курасси 44,2 процент хушӑннӑ; Ҫӗмӗрле районӗнче — 35,9 процент. Тупӑша ытларах чухне вӗсем ҫӗр лаптӑкӗсене сутнипе илнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–ҫу уйӑхӗсенчипе танлаштарсан 11 муниципалитетра хыснана укҫа сахалтарах килнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, тӗслӗхрен, унчченхин 84,8 проценчӗ чухлӗ кӑна пухӑннӑ; Шӑмӑршӑ районӗнче — 87,6 процент; Шупашкар районӗнче — 90,2 процент.
Республикӑри районсемпе хуласене пӗтӗмӗшле илес тӗк, тупӑш шайне вӗсем 2,5 процент ӳстернӗ.
Раҫҫейре ҫулсерен иртекен «Укҫа-тенке тытса пырассипе чи лайӑх муниципалитет пӗрлешӗвӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫалхинче Муркаш тата Пӑрачкав районӗсем мала тухнӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва ҫӗршывра ҫиччӗмӗш хут йӗркеленӗ. Ӑна РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗ пулӑшнипе районсемпе хуласем хушшинче ирттереҫҫӗ. Конкурс тӗллевӗ шутне укҫа-тенкӗ тытса пырассин пахалӑхне ӳстерессине кӗртеҫҫӗ. Кам епле ӗҫленине пӗтӗмлетнӗ чух муниципалитетсен хыснинче хӑйсен пурлӑх тӳпин шайне, тӑкаксен тухӑҫлӑхне ӳстернине, муниципалитет пулӑшӑвӗ кӳнине, парӑмпа майлашса пынине тӗпе хунӑ.
Кӑҫалхи конкурса 206 муниципалитет хутшӑннӑ. Чӑваш Енрен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районсем хутшӑннӑ.
РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ.
Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.
Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗ умӗнчи лапамра кӳмесен «Пирӗн тӗлӗнтермӗш» конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса чылай ҫын хутшӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗн кӳмисене мӗнле кӑна илемлетмен! Кӑмака, чечек… евӗр. Мероприятире пысӑк тата пӗчӗк кӳмесем, велосипедсем те пулнӑ.
Чи илемлӗ кӳмесен хуҫисене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (39)
Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре хӗҫпӑшаллӑ салтаксем, ҫар техники, ишмелли хатӗрсем тата авиаци кӗпӗрленнине курма тивӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра масштаблӑ ҫар вӗрентӗвӗ иртнипе ҫыхӑннӑ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енӗнри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗве Контртеррористла операцисене ертсе пыракан оперативлӑ штаб йӗркелет. Вӗрентӗве Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркелӗҫ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫар техникине, ишмелли хатӗрсене тата авиацие явӑҫтармалла.
Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнмалли, вӗренекенсене чӑрмантармалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменки республика чысне тӗнче шайӗнче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Анастасия Петрова пуэролифтинг енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Балти тинӗсӗ хӗрринчи Родби хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва чылаййӑн хутшӑннӑ: 20 ҫӗршывран 300 ытла спортмен ҫитнӗ. Раҫҫей команди йышлӑн пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентешӗмӗр Анастасия Петрова.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти спортсменка Европа чемпионӗсемпе ӑмӑртнӑ. 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑл пӗтӗмпе 137,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Ву Хуи-Чунран (Тайвань) 12,5 килограмм ытларах пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Польшӑри Ядвига Радванска йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |